Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӑван хулара (Волгин В.)

1<<Ҫулла. Вӑрман епле илемлӗ,
Эпир ҫӳретпӗр походра.
Ҫӗрле вучах ҫунать хӗлхемлӗ,
Ларма пит ырӑ ун тавра.

Ҫавра кӳлрен тин тытнӑ пулӑ
Пӑс кӑларса сиксе вӗрет.
Пулӑ яшкин шӑрши пит тутлӑ,
Ӑна часрах ҫиес килет.

Эпир ура хуҫса ларатпӑр
Вучах тавра пӗр кӑшӑла.
Пӗрне-пӗри тек култаратпӑр,
Шӳтле сӑмах кала-кала.

Антонов Павӑл пурччӗ пирӗн,
Юмах ярсан — ан хускалсам,
Вӑл шӳтлеме пӗлетчӗ вирлӗ,
Кулас килетчӗ вар тытса.

Апатлансан канма выртатӑп,
Таҫта вӗҫет-и тӑмана;
Кашни сасса савса тӑнлатӑп...
Вӑрманӑм, юратап сана!

Сиксе тухать пуҫтах мулкачӑ,
Вӑшлаттарса иртсе каять.
Пӗрин сехри хӑпса тухатчӗ —
Хӑравҫӑран кулать отряд.

Ҫӗр каҫнине юлан сисмесӗр.
Инҫет кӑвакӑн палӑрсан,
Чӗвӗл-чӗвӗл юрра илтсемӗр.
Йӑлт вӑранать ҫулла вӑрман,

Самантлӑха вара, ир кӳлӗм
Путатӑн тутлӑ ыйӑха.
Анчах та горнӗ илӗртӳллӗн
Чӗнсе хистет сана тӑма.

Эпир эрне ҫапла ҫӳретпӗр,
Таҫта ҫитетпӗр вӑрманта,
Мӗн чухлӗ пурлӑх пур-ши, тетпӗр,
Тӑван ҫӗршывӑн ҫакӑнта.>>* * *<<Инҫе ҫултан киле ҫитсессӗн
Илтетӗп акӑ ыр хыпар:
«Слета каймашкӑн тивӗҫ эсӗ» —
Йыхрав ярать-мӗн Шупашкар.

Ку хыпара илтсен мӗн евӗр
Хӗпӗртесе ташланине
Мана ун чух кам курчӗ тейӗр?..
Пытарӑн-ҫке санран, анне!>>* * *<<Ак пырап вакунта, кантӑк витӗр
Тӑван ҫӗр илемне сӑнаса.
Ҫитме пулнӑ ҫӗре часах ҫитӗпӗр,
Пӑравус ыткӑнать васкаса.

Ыткӑнать вӑрман витӗр, хир тӑрӑх
Тапхӑр-тапхӑр тӑрать чарӑнса.
Ним те мар уншӑн — пултӑр шӑрӑх,
Ҫухӑрать те каять хускалса.

Унӑн ӗҫӗ ҫапла. Вӑй-хӑвачӗ
Ҫӗнӗ ӗмӗр халне туйтарать...
Ик сехет каярах Канашраччӗ,
Халь ак тӗп хулана ҫывхарать

Хӑпаймасӑр пӑхан кантӑк витӗр —
Тӑван ҫӗрӗмӗр питӗ пуян.
Хумханать тырӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр,
Ешерет капӑр тумлӑ вӑрман.

Мал енче Шупашкар курӑнсассӑн
Хӑвӑрт-хӑвӑрт сикет-ҫке чӗре.
Юрӑ тӑсрӑмӑр эпӗр хавассӑн —
Ҫитрӗмӗр ӗмӗтленнӗ ҫӗре.
>>2<<
Эпир стройпа карталанса пыратпӑр —
Республикӑн чи ҫамрӑк хӑнисем.
Параппанпа пӗр харӑссӑн та паттӑр
Утатпӑр. Варкӑшаҫҫӗ ялавсем.

Ялав тӗспе пӗр евӗр кӑкӑр умӗ —
Хӗп-хӗрлӗ галстук ҫулӑмлӑн ҫиҫет.
Ҫак ҫамрӑк ӑрӑва кам сума сумӗ?
Слета тӑван хула кӳрет хисеп.

Шур Шупашкар, пире эс кӗтсе илтӗн,
Чӑваш ялӗсенчен, хулисенчен.
Пионерла салют памашкӑн килтӗм,
Тесе калать кашни чун чӗринчен.

Сан ӳсекен чапу чуна ҫӗклерӗ,
Урамупа пыратпӑр савӑнса.
Сана мухтавлӑ парти чечеклерӗ...
Пире кӗтсе илет ем-ешӗл сад.

Салам сана, хулан чӗр-хал илемӗ,
Ешӗл тумна кам савмӗ чӗререн?
Кам сан сывлӑшупа чунтан киленмӗ?
Анне пек эс пире кӗтсе илен.

Яш ҫамрӑк хурӑнсем ӳсеҫҫӗ ретӗн,
Вӗсен сулхӑнӗпе иртен утса.
Пӗр чаплӑ вырӑна пырса ҫитетӗн,
Вара тӑратӑн тӗлӗнсе, хытса.

Кунта ем-ешӗл курӑксем ҫинче
Мерчен тумламӑн сапӑннӑ ҫут сывлӑм.
Пин-пин чечек ҫиҫет куҫ умӗнче.
Кунта кӑкӑр карӑнтарса та сывлӑн.

Уҫланкӑ варринче пит ҫӳлӗ палӑк,
Ҫӗкленнӗ вӑл мухтавлӑн пӗлӗте.
Ильич мал еннелле сӗлтейнӗ алӑ
Коммунизмалла пире чӗнсе.

Ильич! Епле вӑл аслӑ та пит ҫывӑх,
Эпир тӑратпӑр акӑ ун тавра.
Черетпеле тухса калатпӑр сӑвӑ,
Юрлатпӑр юрӑ темиҫе ҫавра.

Ак эпӗ те тухса сӑвӑ каларӑм...
Ал ҫупрӗҫ хыттӑн. Шӑп ҫавӑн чухне
Сасартӑк хам туйса та юлаймарӑм —
Такам йӑтать мана алли ҫине.

Такам мана йӑтса илсех лӑпкарӗ
(Каллех ал ҫупрӗҫ манӑн тантӑшсем),
Пӑхатӑп та — куҫсем ман алчӑрарӗҫ...
Кӑкӑр ҫинче ун ҫутӑ орденсем.

Ҫут орденӗ ҫиҫет хӗвелӗн.
Чӑн ленинец савса лӑпкать мана.
Вӑл ленинла хӗрӳ чунпа ӗҫленӗ?
Кӗрешӳре ҫӗнтернӗ тӑшмана?

Паллах, герой чӗреллӗ пысӑк ҫын вӑл,
Ҫӗршывшӑн панӑ ҫамрӑк вӑй-халне.
Чи паттӑр ҫынсене ҫеҫ тивӗҫ символ
Ахаль-им чап кӳрет ун кӑкӑрне?

Ҫӳлех те мар, кӗрнеклӗ пӗвӗ-сийӗ,
Ури аманнӑ, тен, ку — вӑрҫӑра?
Хитре чӑвашӑн сарлака ҫамкийӗ,
Пӑхать хӑй ӑслӑн, куҫӗсем хура.

Ӑшшӑн кулса мана вӑл парнелерӗ
Хӑйӗн «Вӑл вилӗмсӗр» кӗнекине...
Унтан кӗҫ саламларӗ-хисеплерӗ
Тӑван ҫӗршывӑн ҫамрӑк ӑрӑвне.

Тавах чӗремӗртен хисеп тунишӗн,
Парнӳшӗн тавтапуҫ, тӑван поэт.
Кашни хавас эс тӗнчене тухнишӗн,
Пур ватӑ-вӗтӗ ӑшшӑн хӗпӗртет.

«Хӗн-хур айне» вуламанни кам пулӗ?
Кам вуламан «Вӑрҫӑ кунӗсене»?
Пулайтӑр вӑрӑм сӑвӑҫӑн кун-ҫулӗ,
Кӗтнӗ пуянлӑх кӗрттӗр чӗлхене.>>* * *<<Эпир стройра карталанса тӑратпӑр,
Республикӑн чи ҫамрӑк хӑнисем.
Ҫулпуҫӗ Ленина салют паратпӑр,
Унтан утатпӑр ҫӗнӗ вӑй илсе.
>>3<<>>Шупашкартан тухрӑм, тӳрех утрӑм,
Атӑл тӑвайккийӗ ҫине улӑхрӑм.
Ҫеҫпӗл Мишши.>>
Кӑвар чӗреллӗ чӑн поэт,
Курасчӗ сан, тӑрса пӑхасчӗ —
Ҫӗршыв епле чечекленет,
Ҫӗн хӑватпа сӑвӑ ҫырасчӗ.

Курасчӗ сан, ҫӳресчӗ санӑн
Тӑван хула урамӗнче.
Епле сӑмах каласа памӑн
Телейлӗ халӑх умӗнче.

Ӗнен, поэт: тантӑшусем,
Сан шӑллусем—хӗрӳ чӗреллӗ.
Ҫӗнӗ ӗҫсем, улшӑнусем
Куҫ умӗнче ҫиҫеҫ хӗвеллӗн.

Самолетсем кӗрле-кӗрле
Вӗҫсе улхаҫҫӗ пӗлӗте.
Эпир те темиҫен пӗрле
Вырнаҫрӑмӑр пӗрин ҫине.

* * *
Кӑвак тӳпенӗн ҫӳлӗшне
Ҫӗклентӗмӗр, ҫӗклентӗмӗр.
Эх, лайӑх, лайӑх-ҫке вӗҫме!
Ҫӳлтен ҫӗре тинкертӗмӗр.

Тинкертӗмӗр—ҫӳҫентӗмӗр,
Айра—ҫулсем ҫип ҫинҫӗшӗ.
Инҫех пек мар хӗвелӗмӗр,
Вӗҫ-хӗрсӗр пӗлӗт инҫӗшӗ.

Вӑрман ҫинчен вӗҫсе иртсе
Пыратпӑр Атӑл хӗррипе.
Илемӗпе вӑл илӗртсе
Юхать ҫап-ҫутӑ тӗсӗпе.

Ун чух эп малтанхи хут куртӑм
Ҫӳлтен ун мӑшӑр ҫыранне.
Юхать вӑл сарӑлса та хумлӑн
Тухас та ҫук пек ун вӗҫне.

Ӗмӗртен мӗн чухлӗ юрӑ
Ун ҫинчен хывман этем?
Аслӑ Атӑл чӑн та ырӑ,
Ун тавра тем чул илем.

Ӗмӗрсем манми пит паллӑ
Темӗн чухлӗ ӗҫсемпе.
Тӑван Атӑл, эс мухтавлӑ,
Эсӗ чаплӑ тӗнчипе.

Пугачев сан тӑрӑх ишнӗ,
Вӑл ҫӗкленӗ халӑха.
Сан ҫинче Некрасов ӳснӗ —
Ӗҫӗ ӗмӗрлӗх паха.

Пур ӗҫхалӑхӑн ҫулпуҫӗ
Аслӑ Лекинӑн чӗри —
Сан ҫинче ҫут шурӑмпуҫӑн
Тапма тытӑннӑ вӗрин.

1951

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-07 09:57:28 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2716 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем